Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи поэт 81 ҫул тултаратчӗ. Пурӑннӑ пулсан. Ҫав кун ячӗпе авангардист-сӑвӑҫӑн тӑван тӑрӑхне, вӑл ҫуралнӑ Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялне, Швейцаринчен килсе ҫитнӗ. Вӗсенчен пӗри — Жиль Зильбершнатейн поэт-тӗпчевҫӗ, тепри — Фани Моссьер поэт-куҫаруҫӑ.
Ют ҫӗртен килнӗ хӑнасене вырӑнти шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекен Мария Мадюкова тата Валентина Нестерова библиотекарь кӗтсе илнӗ. Поэтсем Айхи вӗреннӗ шкулта пулнӑ. Сӑмах май, вӗренӳ учрежденийӗ халӗ Геннадий Айхи ячӗпе хисепленет. Хӑнасем Айхие ячӗпе 2008 ҫулта уҫнӑ музейра пулнӑ. Музее вӗсем асӑнмалӑх кӗнеке парнеленӗ. Кайран этнографи музейне кӗрсе тухнӑ.
Швеци хӑнисем Патӑрьел ҫӗрӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче вӗсем «Айхи вулавне» килме шантарнӑ. Геннадий Айхи поэзине кӑмӑллакан поэтсем сӑвӑҫӑн вилтӑпри ҫине ҫитсе килнӗ. Унта чечек хунӑ.
Сӑнсем (12)
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра вертолет вырнаҫтарма шухӑшланине, ӑна ҫурлан 13-мӗшӗнче илсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ . Ӑна, аса илтеретпӗр, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ. Вертолета Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче, малтан пӗлтернӗ пекех Шӑнкӑртамра «МИ-2» вертолета савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республика тата федераци шайӗнчи пуҫлӑхсем, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем пырса ҫитнӗ. Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов хӑй те пулнӑ. Палӑка уҫма кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев палӑк вырӑнӗ ӗмӗрлӗх мухтав элемӗ кӑна мар, халӑх пӗрлӗхне те палӑртмалла тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Михаил Васильевич авиацин генерал-лейтенантне Николай Гаврилова тав тунӑ. Мемориал комплексне тума тӳпе хывнӑ ытти ҫынна та Михаил Игнатьев тав тунӑ.
«Ҫӗр ҫынсене ӗмӗртен вӑрҫтарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусем халӗ те ҫивӗч», — тесе пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ Надежда Васильева.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна унта 17 ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫынсем ыйтӑва вырӑнта татса парайманнипе специалистсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ыттисем ҫӗрпе мӗнле усӑ курни канӑҫ памасть-мӗн.
Нумай пулмасть Канаш район администрацийӗнчен Шаккӑл ял ҫывӑхӗнчи 157 гектар ҫӗре ҫумкурӑк пусса илнине пӗлтернӗ. Вӑл лаптӑка 2011 ҫултах пӗр ҫын тара илнӗ.
Анчах акса-лартманнине кура ҫумкурӑк кӑна мар, йывӑҫ-тӗм те пусса илме тытӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсене хӑй каланӑ тӑрӑх, 32 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхне акнӑ. Иртнӗ ҫул вара пӗр гектар ҫӗрулми те лартнӑ пулать.
2015 ҫулхи ҫур ҫулта ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Вӗсем ытларах — Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче.
«Хӑйне хисеплекен пӗр фирма та паян фирма стилӗсӗр пурӑнмасть», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел район администрацийӗнче.
Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» (унӑн ячӗ вырӑсла — Хлеб) историпе этнографи музейӗ те хӑйӗн стильне шыраса тупнӑ. Аваллӑх управҫисем ун валли специалистранах пулӑшу ыйтнӑ. Андрей Поляков ятлӑ дизайнер музейҫӑсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ — стиль шухӑшласа кӑларнӑ.
Музей стилӗн авторӗ 2005 ҫулта Патӑрьелти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫамрӑк дизайнер — Раҫҫейӗн дизайнерсен пӗрлешӗвӗн, Дизайнерсен «Icsid и icograda» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ. Регионсем хушшинчи, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. «ОК дизайн» пӗтӗм тӗнчери конкурсра вӑл ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл А.А. Кокель планшетне хатӗрлессипе ӗҫлет.
Ҫул-йӗр ҫинче кашни кун тенӗ пекех авари пулать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Аварире виҫӗ хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫул та тултарман пулнӑ.
Авари ҫав кун 17 сехет ҫурӑра «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулнӑ. Комире пурӑнакан 36 ҫулти арҫын Mercedes-Benz урапапа малта пыракан Toyota Corolla урапапа ҫапӑннӑ. Лешӗ вара транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса тепӗр урапапа ҫапӑннӑ.
Toyota Corolla салонӗнче, ку йӗркене пӑсни пулсан та, 5 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – Патӑрьел районӗнчен – авари вырӑнӗнчех вилнӗ. 20 ҫулти водитель тата унӑн 13-ри йӑмӑкӗ, тепӗр пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
«Иномаркӑсен» водителӗсем ӳсӗр пулни палӑрман. Халӗ аварири лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи икӗ ял уява пухӑннӑ. Ясная Поляна тата Хурама Тӑвар ялӗсем пысӑках мар. Пӗрремӗшӗнче 19 кил кӑна, тепринче — 60 яхӑн.
Ясная Поляна ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. Николай Иванович район тата ял тӑрӑхӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, унтан тӗллевсене палӑртнӑ.
Вӗсен уявӗ ҫавра сӗтелпе вӗҫленнӗ. Унта кашниех вӗри шӳрпе, пулӑ шӳрпи, тутлӑ ытти ҫимӗҫе тутанма пултарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫырларан тата курӑкран вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Хурама Тӑварта ял кунне ҫӗнӗрен 2001 ҫултанпа уявлама тытӑннӑ. Унта та халӑх чунтан савӑннӑ, тутлӑ апатпа сӑйланнӑ.
Сӑнсем (24)
Кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче Чӑваш Енрен 1771 ҫамрӑка ҫара илме Тӗп ҫар округӗ хушнӑ. Ҫӳлтен каланине пирӗннисем пурнӑҫланӑ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене 1443 ҫынна янӑ, ытти ҫарпа ҫар чӑмӑртанӑвне — 328. Кун пирки республикӑн правительство ларӑвӗнче ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева каласа кӑтартнӑ.
Ҫара ӑсатнисен шучӗпе яланхиллех Шупашкар (487 ҫын) тата Ҫӗнӗ Шупашкар (114) хулисем, Патӑрьел (116), Канаш районӗсем (81) палӑраҫҫӗ.
Хӗсмете кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче янисенчен 22,3 проценчӗ — аслӑ професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксем, 16,3 проценчӗ ДОСААФ организацийӗсенче ҫарпа учет специальноҫне алла илнӗ.
Хӗсметрен тарса ҫӳрекенсем юлашки ҫулсенче сахалланса пынине палӑртаҫҫӗ. Призыв комиссине 6422 ҫынна чӗннӗ пулсан 99,6 проценчӗ унта пынӑ. Пӑрӑнса ҫӳрекенсем 2012 ҫулта 3508 ҫын шутланнӑ, 2013-мӗшӗнче — 3508, 2013-мӗшӗнче — 2690, кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче — 1975.
Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче ирӗк памасӑр йӗркеленӗ ҫӳп-ҫап куписене асӑрханӑ. Ҫав тӑрӑх администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑрхаттарнӑ.
Шӑнкӑртам, Тӑрӑн, Пикших ял тӑрӑхӗсен ҫывӑхӗнче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫӳп-ҫап куписем тупнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхсенче ҫӳп-ҫапа, йӑла каяшӗсене илсе тухман, ҫавӑнпа ҫӳп-ҫап купалансах кайнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене йӗркене пӑснине пӗтерес тӗлӗшпе предписании панӑ. Ҫӳп-ҫап илсе тухассишӗн яваплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ явап тыттарма йышӑннӑ.
Сӑмах май, суда санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтермешкӗн тавӑҫ тӑратнӑ. Иккӗшне тивӗҫтернӗ, тепӗр виҫҫӗшне пӑхса тухаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялти культура ҫурчӗ 400 алӑклӑ пулса тухнӑ. Ун пекки пулма пултараймасть тесе тӗлӗнет-тӗр вулакан. Анчах хут ҫинче темле те «ӳкерсе» хума май пур мар-им вара? Шӑпах ҫавӑн пек хӑтланнӑ та асӑннӑ районти 30 ҫулти усламҫӑ.
Вӑл ялти культура ҫуртне юсасси пирки муниципалитет килӗшӗвӗ туса ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӗҫне ҫитернӗ хыҫҫӑн 2012-мӗш ҫулта икӗ чӳрече вырнаҫтарни тата 400 алӑка сӳтсе йӗркене кӗртни пирки отчет тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх усламҫӑна хыснаран 140 пин тенкӗ тӳленӗ.
400 алӑклӑ культура ҫуртне юсани пирки нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫӑна халӗ улталанӑшӑн явап тыттарас хӑрушлӑх пур. Анчах ҫакна та палӑртмалла: тӗпчев пынӑ вӑхӑтра вӑл мӗнпур тӑкака саплаштарнӑ — улталаса илнӗ укҫана тавӑрса панӑ.
Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир «Шурӑ сӑнӑ» ӑмӑрту ирттеретпӗр. Ун пирки тахҫанах пӗлтерсе пулин те чӑвашла сайтсем тӑратакансем ҫуккипе пӗрех. Хальлӗхе пирӗн конкурса пӗр ӗҫ кӑна ярса панӑ — ку вӑл Валентина Яковлевӑн сайчӗ.
Валентина Петровна Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫул яхӑн. Сайтра эсир вӗрентекен пирки пӗлме, ачасен ӗҫӗсемпе тата методика кӑтартӑвӗсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах «Чун валли» кӗтес тата сӑнӳкерчӗксен пайӗ пур. Валентина Петровна хӑйӗн сайтӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли усӑллӑ каҫӑсем те пухнӑ.
«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Заявкӑсене йышӑнас тапхӑр ҫурлан 3-мӗшӗнче вӗҫленет. Парнесен фондне те йӗркелесшӗн — пӗтӗмӗшле палӑртнӑ 35 пинрен паянхи кун тӗлне ӑна 24 пине ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |